Чӑваш Енри икӗ тухтӑр Пирогов орденне тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: ку наградӑна Раҫҫейре кӑҫал ҫеҫ пама йышӑннӑ.
Сумлӑ наградӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Вера Алексеева тата Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин инфекци уйрӑмӗн заведующийӗ Сергей Ефимов тивӗҫнӗ. Орденсене вӗсене паян Шупашкарта панӑ.
Ҫавӑн пекех Президентӑн Хисеп хутне Хулан 2-мӗш пулницин медсестри Антонина Киргизова тивӗҫнӗ. Президент тавне Тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Татьяна Маркелова илнӗ. Ҫак тавах Хулари клиника центрӗн аслӑ медсестри Елена Толчина, Республикӑри ветерансен клиника госпиталӗн тухтӑрӗ Нина Сидорова, Республикӑри клиника пульницин уйрӑм заведующийӗ Петр Павлов тивӗҫнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем хулари икӗ ҫурт шӑпине татса парӗҫ.
Унти прикладной биотехнологи техникумӗн тата «Атӑл» кинотеатрӑн ҫурчӗсем пушӑ ларнине Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева пресс-конференци вӑхӑтӗнче пӗлтерчӗҫ. Республика ертӳҫи ҫуртсен шӑпине халӑхпа татса пама май пуррине пӗлтерчӗ. Тӗслӗх евӗр Шупашкарти Правительствӑн кивӗ ҫуртне илсе пачӗ. Аса илтерер: вӑл культура эткерлӗхӗ шутланать, анчах темиҫе ҫул ӗнтӗ пушӑ ларать. Правительствӑн унчченхи ҫуртне юсамалла. Унӑн шӑпине халӑх шухӑшне шута илсе татса парӗҫ.
Ҫавӑн пек меслете ҫӗнӗ шупашкарсем те суйласа илнӗ. Сасӑлава ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче ирттерӗҫ. Ҫакӑн пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов пӗлтернӗ.
Раштав уйӑхн 24-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет тӗлӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта маршрут автобусӗпе «КамАЗ» автомобиль ҫапӑннӑ. Инкек Промышленность урамӗнче пулса иртнӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, груз турттармалли машина автобуса ҫул паман тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Маррутка водителӗ тата автобусри виҫӗ пассажир аманнӑ. Вӗсенчен пӗрне пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Республикин прокуратури хушнипе яваплисем тӗрӗслев ирттерӗҫ. Вӗсен светофор мӗншӗн ӗҫлеменни таранах палӑртмалла.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти арҫын аппӑшӗн арҫыннине вӗлернӗ. Ҫамрӑк арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Инкек раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 32-ри арҫынпа унӑн аппӑшӗпе пурӑнакан 35 ҫулти арҫын хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Кил хуҫи ӳсӗр пулнӑ. Аппӑшӗн арҫыннине вӑл икӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Йывӑр сурана пула арҫын инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ.
Аллине ҫӗҫӗ ярса илнӗ арҫынна халӗ тытса чарнӑ, ӑна вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Тӗпчев малалла пырать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӳлевсӗр троллейбус ҫӳрӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.
54-мӗш маршрутпа Ивановӑран Юраковӑна ҫӳрекен трполлейбус раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ҫӳрӗ. Хула ҫыннисемпе хӑнисемпе экскурси троллейбусӗпе тӳлевсӗр ярӑнма пултараҫҫӗ. Салонра Хӗл мучипе Юр пике те пулаҫҫӗ.
Анчах пассажирсен санитари нормисене пӑхӑнмалла, маска тӑхӑнмалла. Вулавӑш ӗҫченӗсем экскурси ирттерӗҫ. Вӗсем хулан историйӗпе, ҫул ҫинче тӗл пулакан паллӑ вырӑнсемпе паллаштарӗҫ.
Паян Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Зиновий Сергеевпа сывпуллашнӑ. Вӑл 85 ҫула кайнӑ.
Зиновий Михайлович 1935 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, кайран Ленинградри партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи ентешлӗх ертӳҫи Антонина Краснова пӗлтернӗ тӑрӑх, Зиновий Сергеев тӗрлӗ ҫулсенче ВЛКСМ райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, Йӗпреҫ ӗҫтӑвкомӗн секретарӗ, КПСС райкомӗн аппаратӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти культура, вӗренӳ, физкультурӑпа спортшӑн яваплӑ вырӑнта, Шупашкарти хула комитетӗнче ӗҫленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче полицие пырса хуйхи пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл пӗр самантра 28 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Унӑн смартфонӗ ҫине палламан номертен смс-ҫыру килнӗ. Хӗрарӑм мессенджера уҫнӑ. Унта вара – хаваслӑ видеороликсем курмалли каҫӑ. Вӑл ним шутламасӑр ун ҫине пуснӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн телефонри хӑш-пӗр сарӑм ҫухалнӑ. Ҫав шутра – банк операцийӗсем тумалли сарӑм та. Укҫа ҫухалнине тӳрех сисмен-ха вӑл. Лавккана кайсан счет ҫинчи 28 пин тенкӗ ҫуккине ӑнланнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ пирӗн тӑрӑхри икӗ савута панкрута кӑларасшӑн. Тавӑҫсене налукҫӑсем Чӑваш Енӗн Арбитраж судне ҫитернӗ ӗнтӗ. Вӗсене судра раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче регистрациленӗ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Тимӗр-тӑмӑр тирпейлекен савут налукҫӑсен умӗнче 652,9 пин тенкӗ парӑм пухса тултарнӑ. Шупашкар районӗнчи Ишлей станцийӗнче вырнаҫнӑ «Техполимер» полимер композицийӗсен савучӗн парӑмӗ — 410,2 пин тенкӗ.
Маларах налукҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарти строительство материалӗсен савутне панкрута кӑларасшӑн пулнӑ, анчах Арбитраж сучӗ апла тума килӗшмен.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Артемьевсен ҫемйи «Ҫулталӑк ҫемйи – 2020» республикӑри конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫав ята тивӗҫессишӗн мӗнпур районпа хулари 105 мӑшӑр тупӑшнӑ, финала 28-шӗ лекнӗ.
Ҫемье пуҫӗ Юрий Аркадьевич – ҫар ҫынни, Росгвардире ӗҫлет. Ҫурҫӗр Кавказри «хӗрӳ точкӑсенче» темиҫе те пулнӑ. Юрий Аркадьевичӑн арӑмӗ Альбина Олеговна ача пахчинче воспитательте тӑрӑшать.
Мӑшӑрсем пӗрлешнӗренпе — 21 ҫул. Вӗсем виҫӗ ывӑл ӳстереҫҫӗ. Аслӑ ывӑлӗ, Александр, ашшӗн ҫулне суйланӑ. Вӑл Раҫҫейӗн Нацгвардин Пермьри ҫар институтӗнче 3-мӗш курсра вӗренет. Кӗҫӗн Артемьевсем — Андрей тата Артём — Ҫӗнӗ Шупашкарти М.М. Кузнецов ячӗллӗ кадет лицейӗнчеӑс пухаҫҫӗ.
Ҫынпа ҫын пӗр мар та, водительпе водитель те раснинсен тӗлӗнме кирлӗ мар. Вӗсен хушшинче темле сӗмсӗррисем те тӗл пулаҫҫӗ. Водительсенчен пӗрин пирки Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗ паян тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи пӗр ҫурт подъезчӗ умне машина пырса лартнӑ. Подъезда кӗрсе тухакансем пирки автомобиль хуҫи пач та шухӑшламан.
Ҫавӑн пек сӗмсӗрсене, пакунлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, 102 номерпе шӑнкӑравласан ун пек кӳршӗсен тыткаларӑшне йӗркелеме пулать. Ҫӗнӗ Шупашкарти водителе административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |